ТУПМАЛЛИ
- Хула хĕрĕ [Повесть]
- Тайга хăрушă мар [Калав]
- Алимпи [Калав]
- Шура кĕпе [Калав]
- Паттăрсем вилĕмсĕр [Калав]
- Çурхи кăмăл [Калав]
- Хисеп [Очерк]
- Айăп [Калав]
- Виçĕ кирпĕч [Калав]
- Ылтăн кин [Калав]
- Лĕпĕш [Калав]
АВТОР ÇИНЧЕН
Александра Лазарева хăйĕн калавĕсемпе повеçĕсенче пуринчен ытларах чăваш хĕрарăмĕн патша самманинчи кун-çулне, Октябрьти резолюци хыççăн ирĕке тухнă хĕрарăм çутталла туртăннине, вăл халăх ĕçне хăюллăн хутшăннине кăтартса парать. Писательницăн ку таранччен тухнă "Чипер Анна" (1956), "Ырă ĕмĕт" (1960), "Пирĕн таврара" (1963) кĕнекисенче пуринче те сăмах чăваш хĕрарăмĕн шăпи çинчен пырать.
Ку кĕнеке А. Лазаревăн унччен тухнă калавĕсемпе пĕрлех çĕнĕ произведенийсĕм те кĕнĕ. "Хула хĕрĕ" повеçре чăваш хĕрарăмĕсем Совет влаçĕн малтанхи çулĕсенче çĕнĕ пурнăçшăн, хăйсен телейĕшĕн епле кĕрешине кăтартнă. "Тайга хăрушă мар", "Манми ят", "Паттăрсем вилĕмсĕр" калавсенче автор чăваш хĕрарăмĕсен патриотизмне, вĕсем хамăрăн Тăван çершыва тăшмансенчи хÿтĕлеме яланах хатĕррине кăтартса панă. "Шура кĕпе", "Çурхи кăмăл" калавсенче вĕсен ĕçри хастарлăхĕ çинчен каланă.
Александра Назаровна Лазарева (Агакова) 1917 çулта Муркаш районĕнчи Тури Томлай ялĕнче, вăтам хресчен çемйинче çуралса ÿсне. Колхоз çамрăкĕсен шкулĕсен вĕренсе тухнă хыççан вăл Балашов хулинчи авиаци техникуме кайса кĕнĕ. Унтан веренсе тухсан, ăна Батайскри пилотсен шкулне янă. Ун хыççан вăл пĕр хушă граждан авиацийĕнче ĕçленĕ.
1939 çулта А. Лазарева Шупашкарта куçса килнĕ, "Ленин çулĕпе" журналта ĕçленĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вăл Радиокомитетра литература лайĕн редакторĕ пулнă.
А. Лазарева 1945 çултанпа - КПСС членĕ, 1960 çултанпа - СССРти Писательсен союзен членĕ. Ăна "1941 - 1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçă вăхăтĕнче хастарлă ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. 1967 çулта, писательница 50 çул тултарнă май, А. Лазаревăна Чăваш АССР Верховный Совет Президиумĕн Хисеп грамотине панă.
А. Лазарева ачасем валли те çырать, пионерсемпе шкул ачисен паянхи пурнăçне сăнласа кăтартать ("Савăнăç", "Кĕсле янăрать" кĕнекесем).
Писательницăн уйрăм произведенийĕсене вырăсла, украинла, белорусла, марилле тата удмуртла куçарса кăларнă.
Название книги: Çурхи кăмал, на русском "Весенние мотивы"
Автор: Лазарева Александра Назаровна
Год: 1968
Язык: Чувашский
Кол-во страниц: 207
Формат файла: PDF(отсканированные страницы)
Размер файла: 12.1 мб
СКАЧАТЬ | СКАЧАТЬ С МЕГИ
Комментариев нет:
Отправить комментарий