Умсăмах
Тĕлĕнмелле илемлĕ те пуян вырăнта вырнаçнă Чăваш çĕршывĕ. Çурçĕр енче Европăри чи пысăк юханшыв - Атăл - юхса выртать. Хĕвеланăç енче пысăк Сăр шывĕ Атăла юхса кĕрет. Сăр шывĕ тăрăх вĕçĕ-хĕррисĕр вăрман кашласа ларать. Атăлăн сулахай çыранĕнчен тайга вăрманĕ пуçланать. Чăваш енĕн кăнтăрпа хĕвелтухăç чиккисенчен çеçенхир тытăнать. Çавăнпа та, Чăваш çершывĕ пысăк мар пулсан та (18.3 пин км2), пирĕн тăрăх тĕрлĕрен ÿсентăранпа чĕрчунтан питĕ пуян. Анчах та пирĕн тăрăхри ÿсентăрансемпе чĕрчунсем çинчен çырнă кĕнекесем питĕ сахал пичетленсе тухнă: И.М.Олигер, Л.Г.Сысолетина, Н.П.Воронов. Животный мир Чувашии. Чебоксары, 1966; Н.П.Воронов. Они нуждаются в защите. Чебоксары, 1979,1985,1990. Ку кĕнекенче пирĕн тăрхăри чĕрчунсем çинчен ытла кĕскен çырса кăтартнă, хăшпĕр чĕрчунсем çинсен асăнса та хăварман. Çавăнпа пĕрлех Чăваш Республикине туса хунăранпа вун-вун çул иртнĕ пулсан та, пирĕн патра пурăнакан чĕрчунсем çинчен чăвашла çырнă пĕр кĕнеке те пичетленсе тухман. Асăннă тата ытти сăлтавсене пула шкул ачисем, студентсем, учительсем тата тавракурăма чунтан вартан пĕлесшен, ăнланасшăн çунакан çынсем валли Чăваш енче пурăнакан чĕрчунсем çинчен анлăрах та тĕплĕнрех чăвашла çырнă кĕнекесем кăларас терĕмĕр.
Название книги: Чăваш ен чĕрчунĕсем сĕтпе ÿстерекенсем
Язык: Чувашский
Автор: Н.Г.Игнатьев
Издатель: Чăваш кĕнеке издательстви
Год: 1995
ISBN: 5-7670-07-57-8
Качество: Среднее
Кол-во страниц: 176
Формат: PDF
Размер: 10.2 Мб
Комментариев нет:
Отправить комментарий