пятница, 22 января 2016 г.

Геннадий Айхи - Çурхи йĕпхÿ[1990г.]

Сăвасемпе поэмăсем

Кĕнекене чăвашсем паллă поэчĕн Геннадий Айхин тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисемпе поэмисене кĕртне.


АВТОРТАН

Ку кĕнекене кĕнĕ сăвăсемпе поэмăсем, пурте тенĕ пекех, - пирĕн пĕтĕм обществăшăн питех те йывăр пулнă вунăçуллăхсенче çырнăскерсем.

Çав тапхăрта ирĕклĕ сăмах, лирикăллă туйăмăн чăнлăхĕ вулакансем патне çитеймесси маншăн 50-мĕш çулсен çурринчех палăрса çитнĕччĕ. Пирĕн пурнăçри пăнтăху тапхăрĕ манăн поэзире сисĕнмесĕр иртеймерĕ, - йĕри-тавра чĕрĕлĕх сывлăшĕ çукки, пуласлăх туртăмĕ сĕвĕрĕлсе пыни лирикăллă туйăм урлă палăрмасăр юлма пултараймарĕ. Яш çулсенче çырнă манăн чылай сăвăсенчи романтизмла "уйрăмлăх", пĕчченлĕхпе шансăçсăрлăхăн чир евĕр туйăнакан асапĕ, ман шутпа, халь урăхларах та курăнма пултарать: тен, тĕрлĕ критиксен статйисенче манăн "айăп" тесе шутлани, вăхăт иртнĕçсем, общество чирĕнсен "диагнозĕ" пек те курăнма тытăнĕ (литература историйĕнче кун пекки пулкаланине нумайăшĕ пĕлетпĕр). Кĕскен каласан, тĕрлĕ çынсем гражданла позицине "çÿлтен командăласа" хушнă пек йышăнманнине поэзи, уйрăм сăвăçсăн сассипе калаçса, нумай чун-чĕрен драмийĕ туса кăтартма тивĕç, - çакна эпир паянхи кун тĕплĕрех ăнланма пуçлатпăр.

Поэзири тĕрĕслĕхĕн туйăмне май килнĕ таран çивĕчрех палтăртса çырнă хăшпĕр сăвăсене манăн, иртнĕ вунăçуллăхсенче, "Иакиф Бичурин" драма сыпăкĕсем пулнă пек пичетлеме лекрĕ. Тÿрех калатăп: кун пек драма çырма эпĕ нихăçан та шутламан, - асăннă сăвăсем "драмăран" илнĕ пек курăнччăр тесе, "Бичурин майлă" пĕр сăвă çеç çырнă ("Хусан, Ăслăлăх Сачĕ"). Редакторсемпе цензорсемшĕн "маскировкăласа" пичетленĕ çав сăвăсене эпĕ халь, кĕнекене, малтан мĕнле çырнă, çавăн пек кĕртетĕп, унсăр пуçне ытти хăшпĕр сăвăсен пичетри лутăркаса пĕтернĕ варианчĕсем вырăнне малтанхи, чăн-чăн тексчĕсене вулакана пĕрремĕш хут сĕнетĕп.

Чун ирĕклĕхĕпе шухăш гармонийĕ, çынсен хушшинчи тăванлăхпа ирĕклĕхĕн сывă туйăмĕ енне туртăнасси те пирĕн вăхăтра - поэзире - çăмăллăн пулмарĕ, çак туртăм манăн сăвăсенче епле çирĕпленсе пынине тĕплĕрех курманни халичченех тĕрлĕ тишкерÿçĕсене аташтарать, - тен, çак кĕнеке, пĕрремĕш хут, - литературăри манăн ĕç-хĕлĕн аталанăвне кăтартма та кăштах, пулăшĕ тетĕп.

Название книги: Çурхи йĕпхÿ
Язык: Чувашский
Автор: Геннадий Николаевич АЙГИ
ISBN: 5-7670-0255-8
Издатель: Чăваш кĕнеке издательстви
Год: 1990
Качество: Хорошее
Кол-во страниц: 209
Формат: PDF
Размер:  4.69 Мб

Комментариев нет:

Отправить комментарий