вторник, 16 декабря 2014 г.

Мĕнлĕ нӳхреп лайăх


Кĕнеке авторĕ-Хусанти строительство инженерĕсен институтĕчен вĕренсе тухнă хыççăн республикăри строй-кăсемпе проект организацийĕсенче çирем çул ытла ĕçлекен Василий Васильевич Ивано инженер-строитель. Вăл çĕрулмипе пахчаçимĕç упрамалли нӳхреп тăвассипе ку ĕçре кирлĕ пулакан материалсем çинчен çырса кăтартать, нӳхрепре тытакан çимĕçсене сыхламалли ансат меслетсемпе паллаштарать.

Хăвна мĕнле тытмалла


Хăвна мĕнле тытмалла. Чăваш кĕнеке издательстви. Шупашкар, 1976.
Вырăсларан Р.М. Митрушкина куçарнă.

И.Т. Аасамаа хăйĕн "Аăвна мĕнле тытмалла кĕнекинче пирĕн кулленхи йĕрке-тирпей мĕнле пулмаллине çырса кăтартнă.
Пирĕн çершыври халăхсен культура шайĕ уссех пырать. Çапах та çынсен йăли-йĕркинче, хăйсене мĕнле тытассинче çитменлĕхсем пĕтсех çитмен. Çакна шута илсе, автор пурне те паллă пулмалли япаласем çинчен çырнă. Пурнăç кăтартнă тăрăх, хăшпĕр çынсем çак "вак-тĕвек" япаласенех пĕлмеççĕ иккен-ха - кĕнеке вĕсемшĕн те, ытти нумай вулакансемшĕн те усăллă пулĕ.

понедельник, 15 декабря 2014 г.

Сывлăх çăлкуçĕ - Ял ĕçченĕсен гигиени


Ял ĕçченĕсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси пысăк социаллă ыйтусенчен пĕри шутланать. Çак пĕчĕк кĕнекере авторсем ялти пурăç условийĕсенче сывлăха упрас тата çирĕплетес енĕпе кирлĕ канашсем параççĕ. Ял çыннине харпăр хăй гигиенипе ялхуçалăх ĕçĕн гигиенин пĕлтерĕшне кăтартса панă.

Тутлă апат-çимĕç



УМСĂМАХ

1969 çулта Чăваш кĕнеке издательстви "Тутлă апат-çимĕç" ятлă кĕнеке кăларчĕ. вăл çийĕнчех сутăнса пĕтрĕ. Кил хуçи хĕрарăмсем ăна тепĕр хут кăларса пама ыйтнинчен тĕлĕнмелли çук. Пурнăç лайăхланса пынă май хулара та, ялта та кил хуçи хĕрарăмсен апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăхĕ ӳссе пырать. Урăхла каласан, çакă пирĕн ĕççыннисен культура шайĕ ӳссе пынине пĕлтерет.

Чăваш Сăмахĕ [Печников О.И.] - Учебник Чувашского для 8 класса



Чувашское слово: учебник для 8 класса русской школы.

Усăллă Канашсем - Г.С.Сорокина - 1991г.



Кĕнекере çырса кăтартнă усăллă канашсем кашни çыннах кулленхи пурнăçра пулăшма пултараççĕ - кил хуçи хĕрарăмĕсене те, çамрăк каччăсемпе хĕрсене те, ватти-вĕттине те. Пĕрисем кунта кил-çурта епле майпа хăтлăрах тăвасси çинчен вуласа пĕлме пултараççĕ, теприсем - пахчаçимĕçпе улма-çырларан тутлă апат-çимĕç хатĕрлесси çинчен, виççĕмĕшĕсене, паллах ĕнтĕ, сывлăха çирĕплетессипе çыхăннă канашсем кăсăклантараççĕ.

суббота, 13 декабря 2014 г.

Тăвай енĕн сумлă çыннисем - Н.М.Яклашкин


АВТОР ÇИНЧЕН
Николай Михайлович Яклашкин 1923 çулхи мартăн 1-мĕшенче Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах юрлама юратнă, хĕрсем вăйăра юрланине итлеме çуренĕ. Çичĕ çула çитичченех куршĕри учитель ывăлĕ 7-мĕш класра вĕренекен Веня пулăшнипе вулама-çырма, шутлама хăнăхнă. 12 çулта чухне хăр тăлăха юлнă, пурнăçĕ те пуçран шăлса тăман, тем тĕрлĕ те тытса силленĕ. Çапах та вăл пур йывăрлăха çентерсе малалла талпăннă. Ялти шкултан вĕренесе тухсан, çуралнă çулне пĕр çул устерсе, мал ĕмĕтлĕ çамрăк 1937 çулта Канашри педагоки училищине кĕнĕ. Училищĕре вĕреннĕ чух виçе çул хорта юрланă. Унтан 1940 çулта вĕренсе тухнă, икĕ уйăх училищĕре секретарьте ĕçленĕ. Сентябрь уйăхĕнчен Тăвай районĕнчи Кармалти пуçламăш шкулта вĕрентме пуçлать. Тăван çершывăн аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи декабрь вĕçĕнче ăна Совет Çарне илеççе. Шупашкарта связиствен кĕçĕн командирĕсене хатĕрлекен 1-мĕш запасри полкра вĕрентеççĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче фронта каять. Малтан Калинин, унтан I Прибалтика фронтĕнче çыхăну отделенийĕн командирĕ, батальон комсоргĕ, аслă çыруçă пулнă.

История Чувашской АССР (Том 1-ый)



В настоящей книге, издаваемой в двух томах, дается систематическое изложение истории Чувашской АССР с древнейших времен до наших дней.

Янра Юрă - ЗВЕНИ, ПЕСНЯ (Чувашский песенник)



Чăваш халaх юррисем.
Чăваш композиторeсен юррисем
Чăваш АССР композиторсен Союзeн правленийe пăхса тухса сĕннe, рецензенчe СССР композиторсен Союзĕн членĕ искусствоведени кандидачĕ, М.Г. Кондратьев