понедельник, 15 декабря 2014 г.

Тутлă апат-çимĕç



УМСĂМАХ

1969 çулта Чăваш кĕнеке издательстви "Тутлă апат-çимĕç" ятлă кĕнеке кăларчĕ. вăл çийĕнчех сутăнса пĕтрĕ. Кил хуçи хĕрарăмсем ăна тепĕр хут кăларса пама ыйтнинчен тĕлĕнмелли çук. Пурнăç лайăхланса пынă май хулара та, ялта та кил хуçи хĕрарăмсен апат-çимĕç хатĕрлес ăсталăхĕ ӳссе пырать. Урăхла каласан, çакă пирĕн ĕççыннисен культура шайĕ ӳссе пынине пĕлтерет.


Тĕрĕс пĕçерсе хатĕрленĕ апата организм лайăх ирĕлтерсе йышăнать. Çавăнпа пĕрлех илемлĕ хатĕрлесе хунă тата тутлă шăршăллă апат çиес кăмăла çеклет те вара çын организмĕнче хырăмлăх сĕткенĕ ытларах тухма пуçлать. Çакна та каламалла: кулинари ăсталăхне чухласа хатĕрленĕ апат-çимĕçе куçпа пăхма та кăмăллă, ăна хапăл тусах çиетĕн. Кун пек чух сывлăх çиреп пулни пирки асăнма кирлех-ши?

Тутлă та тутă тытакан апат пĕçересси ăстаçăран нумай килет. Апат-çимĕç хатĕрлесси те творчествăлла ĕç. Ăна кашни хăйне май лайăхран та лайăх ăсталама пултарать.

Ку кĕнекере чăвашсем уйрăмрах палăрса тăракан апачĕсем çинчен, вĕсене мĕнле хатĕрлемелли пирки çырса кăтартнă. Унсăр пуçне пахчаçимĕçе, улма-çырлана тата ытти юр-вара хĕлле валли нумайлăха усрама мĕнле хатĕрлемелли çинчен вуласа пĕлме пулать. Сăмахран, хăяр тăварласси, купăста йуçĕтесси, варени-повидло пĕçерсесси, улма-çырла консервласси тата ытти те.
Ку кĕнекене кил хуçи хĕрарăмĕсене пулăшас тесе, килти условисенче тĕрлĕ продуктсенчен тутлă, тутă тытакан тата илемлĕ апат-çимĕç пĕçерме вĕрентес тĕллевпе пухса хатĕрленĕ.

Название книги: Тутлă апат-çимĕç
Язык: Чувашский
Год: 1982
Кол-во страниц: 224
Формат: PDF (отсканированные страницы)
Размер файла: 9.6 МБ

СКАЧАТЬ | СКАЧАТЬ С МЕГИ

Комментариев нет:

Отправить комментарий