суббота, 13 декабря 2014 г.

Тăвай енĕн сумлă çыннисем - Н.М.Яклашкин


АВТОР ÇИНЧЕН
Николай Михайлович Яклашкин 1923 çулхи мартăн 1-мĕшенче Чăваш Республикин Тăвай районĕнчи Чутей ялĕнче хресчен çемйинче çуралнă. Çамрăклах юрлама юратнă, хĕрсем вăйăра юрланине итлеме çуренĕ. Çичĕ çула çитичченех куршĕри учитель ывăлĕ 7-мĕш класра вĕренекен Веня пулăшнипе вулама-çырма, шутлама хăнăхнă. 12 çулта чухне хăр тăлăха юлнă, пурнăçĕ те пуçран шăлса тăман, тем тĕрлĕ те тытса силленĕ. Çапах та вăл пур йывăрлăха çентерсе малалла талпăннă. Ялти шкултан вĕренесе тухсан, çуралнă çулне пĕр çул устерсе, мал ĕмĕтлĕ çамрăк 1937 çулта Канашри педагоки училищине кĕнĕ. Училищĕре вĕреннĕ чух виçе çул хорта юрланă. Унтан 1940 çулта вĕренсе тухнă, икĕ уйăх училищĕре секретарьте ĕçленĕ. Сентябрь уйăхĕнчен Тăвай районĕнчи Кармалти пуçламăш шкулта вĕрентме пуçлать. Тăван çершывăн аслă вăрçи пуçлансан 1941 çулхи декабрь вĕçĕнче ăна Совет Çарне илеççе. Шупашкарта связиствен кĕçĕн командирĕсене хатĕрлекен 1-мĕш запасри полкра вĕрентеççĕ. 1942 çулхи март уйăхĕнче фронта каять. Малтан Калинин, унтан I Прибалтика фронтĕнче çыхăну отделенийĕн командирĕ, батальон комсоргĕ, аслă çыруçă пулнă.


Белоруссие, Латвие, Литвана ирĕкле кăларнă çĕре хутшăннă. 1944 çулхи январь уйăхĕнче Витебск çывăхĕнче аманнă. Çапăсусем пынă вăхăтра пĕр вĕçĕмсĕр çыхăнупа тивĕçтерсе тăнăшăн 1942 çулта "4-мĕш ударлă армин Аслă вăрçă çулĕсенчи геройĕсем" кĕнекене кĕртнĕ. 1944 çулта "Хастарлăхшăн" медальпе, каярах Тăван çершыв аслă вăрçин I степеньлĕ орденĕпе наградăланă.

1945 çулхи ноябрьте демобилизаци йĕркипе яла таврăннă. 1946 çулхи январĕн 7-мĕшĕнче Чуейри çиче çул вĕренмелли шкулта пуçламăш классенче ĕçлеме пуçланă. 1949 çулхи сентябрьте ăна тин çеç уçăлнă Çĕнĕ Ишпуçĕнчи çичĕ çул вĕренмелли шкула математика вĕрентме куçарнă. Тăватă уйăхран директора лартнă. 195701968 çулсенче Чутейри çиче çул вĕренмелли шкулта завучра, директорта, учительре ĕçленĕ.

Ĕçрен уйрăлмасăр 1953 çулта Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕпе хисепленекен учительсен институтĕнчен, 1963 çулта педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă.
1940 çулта комсомола, 1944 çулхи июнь уйăхĕнче КПСС членне кĕнĕ.
Ĕçленĕ хушăрах общество ĕçне те хастар хутшăннă: агитатор, политкружок пропагандисчĕ, политверерену кабинечĕн пуçлăхĕ, халăх контроль группин председателĕ, юлташла суд председателĕ пулнă.
Н.М.Яклашкин 1983 çултанпа тивĕçлĕ канура.
Николай Михайловичпа Елена Порфирьевна Яклашкинсем пĕр ача пăхса çитĕнтернĕ. Ывăлĕ Морис Николаевич - Чăваш патшаллăх симфони академи капеллин пултаруллăх ертуçи тата тĕп дирижерĕ, Чăваш Патшаллăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тата Раççей Федерацийĕн искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, ЧР ăслăлăхпа унер наци академийĕн хисеплĕ академикĕ, И.Я. Яковлев ячĕпе хисепленекен Чăваш патшалăх педагокика университечĕн профессорĕ, 1986 çултанпа Чутей ялĕн хисеплĕ гражданинĕ.

Пушă вăхăтра Н.М.Яклашкин ял историне çырма кирлĕ материалсем пухнă. 30 çул ĕçлессе 1992 çулта "Чутейпе Çĕнĕ Ишпуç" ятлă историпе экономика очеркĕ пичетлесе кăларнă. Куршĕри Амалăх ялĕн историне районти "Ял ĕçченĕ" хаçатра пичетленĕ.

Автор "Тăвай енĕн сумлă çыннисем" кĕнекере çутатайман ыйтусемпе пулма пултаракан йăнăшсемшĕн, пурин çинчен те çырса кăтартаймашăн вулакансенчен каçару ыйтать, ĕçре хăйне пулăшнă çынсене чĕререн тав тăвать.

Алексей ПАВЛОВ, Чăваш Республикин культура тава тивĕçлĕ ĕçченĕ


Название: Тăвай енĕн сумлă çыннисем
Год: 2000
Язык: Русский
ISBN: 5-7670-1151-6
Кол-во страниц: 335
Формат: PDF (отсканированные страницы)
Размер: 8 МБ

СКАЧАТЬ | СКАЧАТЬ С МЕГИ

Комментариев нет:

Отправить комментарий