воскресенье, 6 марта 2016 г.

Чăн тÿпери ик çăлтăр | Танкăш-кайăк юрри - Юхма Мишши[2014г.]

Историлле романсен ярăмĕ
Пĕрремĕш кĕнеке

Кĕнекене чăваш халăх писателĕ, паллă тĕпчевçĕ, академик Юхма Мишши çырнă икĕ историлле романа кĕртнĕ. Пĕри - "Танкăш-кайăк юрри", пирĕн чăваш литературин чи çутă çăлтăрăн, чăваш генийĕн К.В.Иванов-Пăрттан пĕтĕм пурнăçĕпе пархатарлă ĕçĕ çинчен; тепри "Ултавпа Чăнлăх" çулăм чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши çинчен. Пĕрремĕш хут вĕсем "Аттил" издательстворах 2011 çулта пичетленсе тухнă.

"Танкăш-кайăк юрри" эпир пурте юратакан "Нарспи" авторне халалланă илемлĕх меслетне тĕне хурса çырнă пысăк калăпăшлă пĕрремĕш роман. Çав енчен пăхсассăн та ку ĕçĕн пĕлтерĕшĕ калама çук курăмлă, пысăк пĕлтерĕшлĕ.

"Ултавпа Чăнлăх" хайлава çырнă чухне автор Çеçпĕл Мишшин пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, вăхăтсăр вилĕмĕ çинчен шыраса тупнă нумай çĕнĕ материалсемпе, ăна астăвакансем каласа панисемпе анлăн усă курнă. Автор Çеçпĕл Мишшин амăшĕпе те чылай хут тĕл пулса калаçнă, вăл каласа панисене те тĕплĕн çырса илнĕ. Вĕсем те Юхма Мишшине хайĕн геройне туллин те пур енлĕн çутатса пама пулăнă. Çеçпĕл Мишши çинчен ĕлĕкрех мĕншĕн элеклĕ, ултавлă сăмахсем пулнине те Юхма Мишши хăйĕн романĕнче питĕ лайăх ăнлантарнă,. вĕсене чăнлăх çĕнтернине те ĕненмелле çырса кăтартнă.


Название книги: Чăн тÿпери ик çăлтăр | Танкăш-кайăк юрри
Язык: Чувашский
Автор:  Юхма Мишши
Издательство: Аттил
Год: 2014
Качество: Хорошее
Кол-во страниц: 256
MD5: 42A0A15EA152B712CED4D65C3180B40D
ISBN: 5-87677-021-3
Формат: PDF
Размер:  16.5 Мб

Комментариев нет:

Отправить комментарий