Малтан калани
Юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ сад пахчисен лаптăкĕ чылай ÿсрĕ. Канмалли кун е ĕç хыççăн хуласемпе совхозсенчи работниксемпе служащисенчен нумайăшĕсем хăйсен хула хыçĕнчи пахчине васкаççĕ. Унта вĕсем улма-çырла, пахчаçимĕç туса илнисĕр пуçне ĕçлесе хăйсен сывлăхне те çирĕплентеççĕ, канаççĕ. Уçă сывлăшра ĕçлени пур çынсемшĕн те усăллă: вĕсем хăйсен нерв системине лăплантараççĕ, ыран ĕçе кайма вăй пухаççĕ, хăшпĕрисем вара уйрăм ÿсентăрансемпе опытсем тăваççĕ.