суббота, 12 сентября 2015 г.

Пушмак тасатакан виçĕ арçын ача


Ф. Бабий хайлавне тĕпе хурса çырнă

Кĕнеке ал çырăвĕ ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен 2013 çулхи конкурсĕнче çĕнтернĕ.
Конкурса Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ 2011 çулхи июнĕн 16-мĕшĕнче йышăннă постановленипе килĕшÿллĕн йĕркеленĕ.


Кĕнекери сăнарсем - пушмак тасатакан виçĕ арçын ача. Укçа ĕçлесе илес, хăйсене тата çемйисене тăрантарас тесе самаях тар тăкма тивет вĕсен. Тĕрлĕ пăтăрмаха çакланаççĕ çамрăксем. Çынсем ăнланманлăхĕпе тÿрккеслĕхĕ кăмăла хуçать. Анчах пурпĕр пуçĕсене усмаççĕ туссем.
Ытлă-çитлĕ те телейлĕ пурнăç пирки ĕмĕтленнипех тепĕр чухне йăнăш утăмсем тăваççĕ ачасем. Ĕçченскерсене, ырă чунлăскерсене çаксемшĕн те каçаратăн, кашниншĕн пăшăрханатăн.

Название книги: Пушмак тасатакан виçе арçын ача 
Язык: Чувашский
Год: 2014
Кол-во страниц: 48
Издательство: Чувашское книжное издательство
Автор: Геннадий Кириллов
ISBN: 978-5-7670-2257-1

Комментариев нет:

Отправить комментарий