воскресенье, 27 сентября 2015 г.

Пахчаçимĕç ÿстерекенсен мĕн пĕлмелле | Советы огородникам на Чувашском языке [1969г.]


Малтан калани

Юлашки çулсенче пĕрлешÿллĕ сад пахчисен лаптăкĕ чылай ÿсрĕ. Канмалли кун е ĕç хыççăн хуласемпе совхозсенчи работниксемпе служащисенчен нумайăшĕсем хăйсен хула хыçĕнчи пахчине васкаççĕ. Унта вĕсем улма-çырла, пахчаçимĕç туса илнисĕр пуçне ĕçлесе хăйсен сывлăхне те çирĕплентеççĕ, канаççĕ. Уçă сывлăшра ĕçлени пур çынсемшĕн те усăллă: вĕсем хăйсен нерв системине лăплантараççĕ, ыран ĕçе кайма вăй пухаççĕ, хăшпĕрисем вара уйрăм ÿсентăрансемпе опытсем тăваççĕ.

Пахчара ĕçлени ачасемшĕн те усăллă. Хăйсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле вĕсем ĕçе хăнăхаççĕ, ÿсентăранпа паллашаççĕ. Хăйсен тавракурăмне ÿстереççĕ.
Çакна палăртмалла: юлашки çулсенче ĕççыннисен килти сĕтелĕ çинче хĕллехи вăхăтра та чĕрĕ панулми, улма-çырларан пĕçернĕ варени, компот, тăварланă купăста, помидор, хăяр курма пулать. Вĕсене пахчаçăсем хăйсем лартса çитĕнтернĕ. Ку ĕнтĕ ĕççынничен пурнăçĕ лайăхланнăçемĕн лайăхланса пынине пĕлтерет.

Çак кĕнекере, вырăнти условие шута илсе, пахчаçимĕç культурисене лартса тăвас тĕлĕшпе паха сĕнÿсем панă. Ку сĕнÿсем, тăпрапа çанталăка кура, уйрăм йышши пахчаçимĕç культурисемпе вĕсене мĕнле пăхса ÿстерессиме паллаштараççĕ, ÿсентăрансен пурнăçне кирлĕ пек улăштарма вĕрентеççĕ.

Автор нумай йышши пахчаçимĕç агротехники çинчен тĕплĕн каласа парать. Ăна тĕрĕс пурнăçласан, пахчаçăсем пысăк тухăç илме пултараççĕ.
Юлашки çулсенче пирĕн республикăра сахал сарăлнă çĕнĕ пахчаçимĕç культурисем - кабачок, патиссон, арбуз, петрушка, ревень, баклажан, физалис лартса тума тытăннă. Пахчаçăсене çак культурăсемпе тĕплĕнрех паллаштарас шутпа, автор вĕсен агротехники çинчен çырса кăтартать.

Кĕнекене вуласан, пирĕн условире сахал сарăлнă çĕнĕ пахчаçимĕç культурисенчен апат-çимĕç мĕнле хатĕрлемелли йĕркесене те пĕлме пулать, вĕсене Е.П.Русанова çырнă.
Çак кĕнеке сире мĕнле кăмăла кайни çинчен тата хăвăр шухăшăрсемпе сĕнĕвĕрсене пирĕн пата çак адреспа çырса ярăр: г.Чебоксары, пр.Ленина, 4, книжное издательство, сельскохозяйственная редакция.

Название книги: Пахчаçимĕç ÿстерекенсен мĕн пĕлмелле
Язык: Чувашский
Автор: Б.Г.Русанов
Издатель: Чувашкнигоиздат
Год: 1969
Качество: Хорошее
Кол-во страниц: 151
Формат: PDF
Размер:  10.4 Мб

Комментариев нет:

Отправить комментарий